Торханы (чӑвашла Турхан) — Чӑваш Республикинчи Ҫӗмӗрле районӗнчи ял. Турхан ял тӑрӑхӗн административлӑ центрӗ.
Ял Мӑн Ҫавал юханшывӗн ҫыранӗнче, республика пӗлтерӗшлӗ автомобиль ҫулӗ ҫумӗнче вырнаҫнӑ. Республикӑн тӗп хулине — Шупашкара — ҫитме 92 километр, район центрне — Ҫӗмӗрле хулине ҫитме — 15 километр, чи ҫывӑхри чукун ҫул станцийӗ таран — ҫавӑн пекех 15 километр.
1925 ҫулччен ял темиҫе уйрӑм ялтан тӑнӑ: Турхан-Вазяково, Сантӑр Турхан, Тукас Турхан тата Явӑш Турхан. 1925 ҫулта вӗсене Турхан ятпа пӗр яла пӗрлештернӗ.
Ял ҫыннисем — чӑвашсем. 1835 ҫулччен вӗсем патшалӑх хресченӗсен шутне кӗнӗ, 1863 ҫулччен — удел хресченӗсем пулнӑ. Халӑх тӗпрен илсен ҫӗр ӗҫӗпе, выльӑх-чӗрлӗх ӗрчессипе, пыл хурчӗ тытассипе тата лавпа ҫӳрессипе ӗҫленӗ.
XIX ӗмӗр вӗҫӗнче Турхан-Вазяковора чиркӳ прихучӗн шкулӗ ӗҫленӗ. 1920-мӗш ҫулсен пуҫламӑшӗнче ялта пӗрремӗш сыпӑкри шкулсем тата хутла пӗлменнине пӗтермелли шкулсем ӗҫленӗ.
1929 ҫулта «Торхановское» ял хуҫалӑх эртелне туса хунӑ, 1931 ҫулта вара — «Комбинат» колхоза.
Административлӑ-территориллӗ пайлану енӗпе ял XIX ӗмӗртен пуҫласа 1920 ҫулсемччен Кӑрмӑш уесӗнчи Аттикасси тата Хутар вулӑсӗсене кӗнӗ (Аттикасси удел приказӗ), унтан Етӗрне уесӗнчи Хутар вулӑсне (1920–1927), Вӑрнар районне (1927–1935), Ҫӗмӗрле районне (1935–1965 тата 1966 ҫултанпа), ҫавӑн пекех Ҫӗмӗрле хула канашне (1965–1966) кӗнӗ.
Халӑх йышӗн улшӑнӑвӗ:
Наци йышӗ: чӑвашсем, вырӑссем.
Ялта шкул, ача пахчи, фельдшер пункчӗ, вулавӑш, клуб, ҫыхӑну тата Сбербанк уйрӑмӗсем пур. Тӑватӑ спорт лапамӗ, ачасемпе ҫамрӑксен спорт шкулӗ, физкультурӑпа сывлӑх сыхлав комплексӗ ӗҫлеҫҫӗ. Виҫӗ лавкка тата кафе пур.
Экономикӑн тӗп пайне ял хуҫалӑхӗн производстви йышӑнать. Ял территорийӗнче «Комбинат» ял хуҫалӑх производство кооперативӗ ӗҫлет.
Турхан — ӑслӑлӑх, культура, сывлӑх сыхлавӗн тата патшалӑх тытӑмӗн нумай паллӑ ӗҫченӗн тӑван ялӗ:
Статья каҫми :: Пичет версиӗ 